Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шупашкар районӗн улӑп тӑприсем

Шупашкар районӗнче ҫак улӑп тӑприсем пур:

  • Толиккасси патӗнчи улӑп тӑпри. Ку улӑп тӑпри Иккасси-Кӳкеҫ ҫулӗнчен сулахаялла, Иккасси ҫӑвинчен аяларах вырнаҫнӑ. V-мӗш Толикасси пурӑну вырӑнӗнчен ҫур ҫухрӑм кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ. 1957 ҫулта ӑна чавса пӑхнӑ. Апаш евӗрлӗ савӑтсем тупнӑ.
  • Шоркка улӑп тӑпри. Вӑл Шоркка ялӗнчен ҫур ҫухрӑм кӑнтӑралла, I-мӗш Шоркка пурӑну вырӑнӗнчен 200 метр хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ. Кӑшт кӑна курӑнакан виҫӗ тӗмӗскерен тӑрать. Унта Апаш евӗрлӗ тӑмран тунӑ япаласем тупнӑ.
  • Пайтерек улӑп тӑпри. Ку улӑп тӑпри уйра, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Алӑпа тунӑ тӑм япаласем тупнӑ. Улӑп тӑприн кӑнтӑр енче икӗ пӗчӗкрех тӗмӗске вырнаҫнӑ, ыттисем вара ҫӗрпе танлашса ларнӑ.
  • Платка ялӗ патӗнчи улӑп тӑпри. Кармал ятлӑ вырӑнта вӑрманта вырнаҫнӑ, ялӗнчен пӗр ҫыхрӑм кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле выртать.
  • Иккасси улӑп тӑприсем. Иккасси вӑрман хуҫалӑхӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ.
  • Самуккасси улӑп тӑпри. Йӑршу шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, Самуккассинчен 1 ҫухрӑм кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ.
  • Пикшик патӗнчи улӑп тӑпри. Пикшикрен 300 метр кӑнтӑралла, юнашар иртекен ҫултан сылтӑм енче вырнаҫнӑ.
  • Сарапакасси патӗнчи улӑп тӑпри. Ялтан пӗр ҫухрӑмра кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле, Шупашкар-Канаш чукун ҫулӗнчен сулахаялла вырнаҫнӑ.
  • Шемшер улӑп тӑпри. Ялтан 300 метр ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ. Нумайӑшне сухаласа пӗтернӗ, ялӑн ҫурҫӗр енчи виҫӗ улӑп тӑпри ҫеҫ сыхланса юлнӑ. Вӗсенче Апаш евӗрлӗ тӑмран тунӑ япаласен ванчӑкӗсене тупнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-25 19:22:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4630 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем